Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Егоров Василий Георгиевич

Хитре чăваш ятсем:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.

Егоров Василий Георгиевич — чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи. 1880 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ уесӗнчи (халь Куславкка районӗ) Энтри Пасар ялӗнче ҫуралнӑ. 1974 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.

Пурнӑҫӗ

1899 ҫулта Чӗмпӗрти чӑваш шкулне вӗренсе пӗтернӗ. Унтан вӑл унти тӗн семинарийӗнче, каярах Хусанти тӗн академийӗнче пӗлӗвне туптанӑ. 1916 ҫулта ӳркенмен чӑваш Сантк-Петербургри университетра ӑс пухнӑ.

Cиринче Палестин обществин вырӑссемпе араб шкулӗсен заведующийӗнче тӑрӑшyă. Тӑван тӑрӑха 1910 ҫулта таврӑнать те Хусан кӗпӗрнийӗнчи Елабуга хулинче хӗрарӑмсен училищинче ӗҫлет. Златоуст хулинче халӑх училищисен инспекторӗнче тар тӑкать, Халӑх вӗрентӗвӗн Омскри пайӗнче инструкторта тимлет. 1921 ҫулта хастарскер Чӑвашсен рабочи факультетне йӗркелесе ертсе пыма тытӑнать.

Ӗҫӗсем

60 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗ хатӗрленӗ. Вӗсен шутӗнче:


 
Категорисем: Егоров Василий Георгиевич

Тулли верси :: Статья каҫми